Шупашкарта чарӑну павильонӗсене ҫӗнетнине тӗп хулара пурӑнакансемпе унта килен-каян асӑрханах ӗнтӗ. Общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсене Канаш, Етӗрне тата Тӑвай районӗсенче те ҫӗнетме тытӑннӑ. Республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсенчи ҫук павильонсене вырнаҫтараҫҫӗ, япӑххисене йӗркене кӗртеҫҫӗ.
Канаш район территорийӗнче «Шӑхасан — Калинино» ҫул ҫинче вырнаҫнӑ лаптӑкра ӗҫӗн 70 ытла процентне пурнӑҫланӑ. Ҫав шутра машинӑсене пӑрӑнса лармалли вырӑнсем йӗркелени те, лартмалли вырӑнсем туни те, ҫул айккинчи чулсене вырнаҫтарни те кӗрет. «Етӗрне — Николаевски — Кӗҫӗн Шемертен» ҫула та хӑтлӑх кӗртнӗ. Тӑвай районӗнче «Аниш» автоҫула унти «Акконд-Агро» ферма тӗлӗнче юсанӑ.
Ҫу-ҫӗртме уйӑхӗсенче шкул ачисемпе ача пахчине ҫӳрекенсем регионти ӳсен-тӑран паллисене суйланӑ. «Раҫҫей аллейи» Пӗтӗм Раҫҫей акцийӗпе килӗшӳллӗн республикӑра «Раҫҫей аллейи» пултарулӑх конкурсӗ иртнӗ. Унта 12 районти (Вӑрмар, Елчӗк, Етӗрне, Канаш, Красноармейски, Муркаш, Пӑрачкав, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Ҫӗрпӳ, Улатӑр, Хӗрлӗ Чутай районӗсенчен), 5 хулари (Канаш, Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар) 31 вӗренӳ учрежденийӗ хутшӑннӑ.
«Раҫҫей аллейи» пултарулӑх конкурсне пирӗн тӑрӑхри ӳсен-тӑранӑн 63 сӑнӳкерчӗкне тӑратнӑ. 14 ача республика палли юман пулмалла тесе шухӑшлать. 6-шӗ пилеше тата ҫӑкана суйланӑ. 5-ӗн – хурӑншӑн, 4-шӗ – хӑвашӑн. 4-шӗ салтак тӳмине палӑртнӑ. Конкурсра курӑкӑн, тӗмӗн 20 ытла тӗсне те тӑратнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене палӑртнӑ.
1-мӗш вырӑна Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар шкулӗнчи Татьяна Шустова йышннӑ. Шупашкарти 122-мӗш ача пахчине ҫӳрекен Роман Никитин – иккӗмӗш. Шупашкарти 38-мӗш шкулта вӗренекен Дмитрий Матвеев 3-мӗш пулнӑ. Ҫӗмӗрлери 3-мӗш шкулта ӑс пухакан Мария Ветликова, Шупашкарти 5-мӗш ача садне ҫӳрекен Данила Дмитриев, Красноармейски районӗнчи Пикшик шкулӗн вӗренекенӗ Виталий Михайлов лауреатсен ятне тивӗҫнӗ.
Ҫӗртмен 14-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Вӑрман Енӗш ял уявне палла тунӑ. Кунти халӑх кашни уява тӗплӗн хатӗрленет, сценарие вырӑнти йӑла-йӗркене тӗпе хурса тӑвать.
Уяв Чарпуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Харитонова В.Т. саламланипе пуҫланнӑ. Паллах, вӑл ентешӗсене ӗҫре ӑнӑҫусем тума, ҫирӗп сывлӑхлӑ пулма суннӑ.
Уявра «Ентешсем» халӑх ансамблӗ, «Енӗшсем» фольклор ушкӑнӗ, чӑваш эстрада юрӑҫи Александр Ильин, Чарпуҫри ҫамрӑк артистсем, культура ӗҫченӗсем хаваслӑ туйӑм кӗртнӗ. Вӗсем халӑха юрӑ-ташӑпа хӗрӳлентернӗ. Хӑнасем тата вырӑнти халӑх Вӑрман Енӗшри алӗҫ ӑстисен ӗҫӗсемпе паллашнӑ.
Ял уявне вӗттинчен пуҫласа ватӑсем таранах пухӑннӑ. Сӗтел ҫинче ҫӑкӑр-тӑвар, кукӑль таврашӗ, шӳрпе пулнӑ. Ӑмӑрту, конкурс призерӗсене, чи лайӑх юрӑҫсемпе ташӑҫӑсене, ҫуралнӑ кунне уявлакансене, ялти хастарсене парнесемпе хавхалантарнӑ.
Ял уявӗ кашнин кӑмӑлне ҫӗкленӗ. Унта тахҫантанпах пӗр-пӗрне курман ҫынсем тӗл пулса калаҫнӑ. Ҫакнашкал уяв пур тӑк ял малашлӑхӗ те пысӑк-ха.
Ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Чӑваш Ен тӗп уява — Республика кунне — паллӑ тӑвӗ. Ӑна 1995 ҫулта Чӑваш автономи облаҫӗ 75 ҫул тултарнине халалласа уявлама тытӑннӑ.
Йӑлапа килӗшӳллӗн Республика кунӗ умӗн районсенче Акатуйсемпе Сабантуйсем иртеҫҫӗ. Ҫӗртмен 23–24-мӗшӗсенче хула-районсенче спорт ӑмӑртӑвӗсем, культура акцийӗсем, фестивальсем, концертсем иртеҫҫӗ.
Кӑҫал та яланхи пекех «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» Пӗтӗм Раҫҫей фестивалӗ тата «Руҫ ӑстисем» алӗҫ ӑстисен Пӗтӗм Раҫҫей конкурсӗ иртӗ.
Ҫулсерен муниципалитетсен хушшинче Республика кунне уявламашкӑн ирӗк ҫӗнсе илессишӗн конкурс иртет. Ҫӗнтернӗ тӑрӑхра Шупашкарпа танах мероприятисем иртеҫҫӗ. Кӑҫал ав уяв Комсомольски районӗнче пулӗ.
Ҫитес ҫул Республика кунӗ ӑҫта иртесси те паллӑ. Хальхинче конкурсра Канаш районӗ ҫӗнтернӗ. Эппин, 2015 ҫулта уяв Шупашкарта тата Канаш районӗнче иртӗ.
Паян Шупашкар районӗнче ялти спорт вӑййисен республикӑри 12-мӗш ӑмӑртӑвӗ уҫӑлнӑ. Ҫак вӑхӑтра спортӑн тӗрлӗ енпе чи вӑйлисене палӑртӗҫ.
Ӑмӑртӑва официаллӑ майпа Кӳкеҫри «Улӑп» стадионта уҫнӑ. Унта тӗрлӗ шайри тӳре-шара пырса ҫитнӗ. Ҫав шутра — Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов, Чӑваш Патшалӑх Канашӗн ертӳҫин ҫумӗ — хысна, укҫа-тенкӗ тата налук енӗпе ӗҫлекен комитет пуҫлӑхӗ Анатолий Князев, республикӑн спорт министрӗн ҫумӗ Алексей Яковлев, Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров.
Республикӑри «Тухӑҫ» спорт обществин ялавне хӑпартма полиатлон Раҫҫейӗн енӗпе спорт маҫтӑрне, ялти спорт вӑййисенче пӗрре кӑна мар ҫӗнтернӗ, Вӑрнар районӗнче ҫуралнӑ Галина Павловӑна, вӗрен туртассипе ӑста Канаш район ҫыннине Александр Сергеева тата Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ, ҫӑмӑл атлетикӑпа Раҫҫейре сахал мар ҫӗнтернӗ, Европа шайӗнчи кросс-ӑмӑртура кӗмӗл медале тивӗҫнӗ Александр Новикова шаннӑ.
Канаш районӗнчи Уҫырма ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче темиҫе ҫул ӗнтӗ тимӗр шапа ӗрчетеҫҫӗ иккен. Кун пирки вырӑнтисем хӑйсен сайтӗнче хыпарланӑ.
Чӗрчунсене ял тӑрӑхӗнче ӗҫлекенсем пӑхаҫҫӗ иккен. Тимӗр шапа пурӑнакан шыва вӗсем эрнере пӗрре ылмаштараҫҫӗ, аквариума та тасатсах тӑраҫҫӗ-мӗн.
Тимӗр шапасем пахча ҫимӗҫ тата улма-ҫырла ҫимеҫҫӗ, ҫусӑр аш, пулӑ, ятарлӑ апат парсан юратсах апатланаҫҫӗ иккен. Вырӑнти тӳре-шара ял тӑрӑхне ӗҫпе пыран-каян та тимӗр шапасемпе кӑмӑлтан киленни пирки ӗнентерет.
Паян Канаш районӗ Акатуя Асхва ялӗн стадионӗнче паллӑ тунӑ. Мероприятие сумлӑ хӑнасем чылаййӑн ҫитнӗ. Вӗсен йышӗнче — ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та.
Акатуйра ял хуҫалӑх техникин куравӗ, ял тӑрӑхӗсен хӑна картишӗсем ӗҫленӗ. Кунта алӗҫӗсемпе киленме те май пулнӑ. «Ӑсталӑхпа илемлӗх тӗнчинче» ачасем вылянӑ-сикнӗ, аттракционсемпе ярӑннӑ. «Паха тӗрӗ» фабрикӑн специалистчӗсем ӑсталӑх класӗсем кӑтартнӑ.
Хӑнасене Канашсем чӑваш тумӗ тӑхӑнса ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Ял хуҫалахӗнче палӑрнӑ ҫынсене парнесемпе чысланӑ. Халӑх гала-концертпа киленнӗ. Сцена ҫине «Канаш ен мерченӗсем» ушкӑн, районти халӑх пултарулӑх ушкӑнӗсем, Самар облаҫӗнчен ҫитнӗ пултарулӑх ушкӑнӗ, чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем тухнӑ.
Спорт ӑмӑртӑвӗсем чылай пулнӑ. Пӗтӗмпе — 15 тӗс. Лаша спорчӗн тупӑшӑвӗ уйрӑмах илӗртнӗ. Кунта 1600 метрлӗ дистанцире хӗрӳ ӑмӑрту пынӑ. Ҫӗнтерӳҫӗне тиха тата така парнеленӗ.
Паянтан пуҫласа республикӑри районсенче чӑвашсен тӗп уявне — Акатуя — паллӑ тума пуҫлӗҫ. Кӑҫал старта Канаш районӗ пӗрремӗш тухӗ.
Акӑ Акатуй ирттермелли график.
Акӑ график:
1. Канаш районӗнче ҫӑвӑн 30-мӗшӗнче 10:00 сехетре Асхва ялӗнчи «Урожай» стадионта иртет.
2. Йӗпреҫ районӗнче ҫӑвӑн 31-мӗшӗнче 11:00 сехетре Йӗпреҫри культурӑпа кану паркӗнче пулӗ.
3. Красноармейски районӗнче ҫӗртмен 1-мӗшӗнче 10:00 сехетре Красноармейскинчи «Факел» стадионта иртет
4. Комсомольски районӗнче ҫӗртмен 7-мӗшӗнче 10:00 сехетре (Сабантуй) Урмаел ялӗнче пулӗ.
5. Улатӑр районӗнче — ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 10:00 сехетре Явлей ялӗнче.
6. Элӗк районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 11:00 сехетре Тури Татмӑш ялӗнче пулать.
7. Патӑрьел районӗнче ҫӗртмен 12-13-мӗшӗсенче 10:00 сехетре Шӑнкӑртам ялӗнче иртет.
8. Вӑрнар районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 10:00 сехетре Вӑрнарти «Химик» стадионта иртет.
9. Куславкка районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче (Акатуй) 11:00 сехетре Куславккара Атӑл хӗрринче пулӗ.
10. Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 10:00 сехетре Ишеккасси ялӗнче пулать.
11. Муркаш районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 11:00 сехетре Лантӑш ялӗнче иртет.
Ҫӑва тухсан унта та кунта кӗпер юсаҫҫӗ, пӗве пӳлеҫҫӗ, ял карти тытаҫҫӗ. Канаш районӗнчи Атнаш ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем Кӗҫӗн Ҫавал юханшывӗ урлӑ хывнӑ ҫакӑнса тӑракан каҫӑна юсанӑ. Пӗтӗмпех мар-ха. Пӗр пайне.
Калӑпӑшлӑ ӗҫе пӗччен-иккӗн пурнӑҫлаймастӑн-ҫке. Йыш та кирлӗ, техника та. Атнаш ял тӑрӑхӗ троса туртӑнтарма трактора вырӑнти Киров ячӗллӗ хуҫалӑх уйӑрнине хавасланса пӗлтерет. Ял ҫыннисем те ӗҫрен пӑрӑнман. Кам епле пултарать ҫавӑн пек пулӑшнӑ. Ҫапла вара ваттисен сӑмахӗсенчен пӗрне ылмаштарса пӗччен пӑтӑ ҫиме, йышпа кӗпер юсама аван тесси кӑна юлать.
Сӑнсем (20)
Ҫынна сӑна кура кӗтсе илеҫҫӗ теҫҫӗ те, район-хулана стелла тӑрӑх тесен те пысӑк йӑнӑш пулас ҫук-тӑр. Ҫакна тӗпе хурса-ши, Канаш районӗн пуҫлӑхӗсем хӑйсен территорине Ҫӗрпӳ енчен пырса кӗнӗ чух вырнаҫтарнӑ стеллӑна ҫӗнетме шут тытнӑ. Ара, ҫулпа кунне миҫе машина иртмест-ши, мӗн чухлӗ ҫын ҫӳремест-ши?!
Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Кӑшнаруй ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче ӗҫлекенсем стеллӑна ҫӗнетме тухнӑ. Вӗсем ун патӗнчи территорие тирпейленӗ, ӑна сӑрласа ҫӗнӗ сӑн кӗртнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.